Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - физкультурăпа спорт министрĕ

Апрелĕн 8-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров пулчĕ. Ведомство министрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа çывăх вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕнĕрен тума тата юсама палăртнă спорт объекчĕсене çитсе курчĕ. Кăçал Тăрăн ял тăрăхĕнчи Треньел ялĕнче футбол уйне тума, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионăн тĕп зданине газ кĕртме планланă. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадион территорийĕнче çывăх вăхăтра ГТО нормативне йышăнмалли ятарлă площадка та пулĕ. Сăмах май каласан, районта пурăнакан çынсен 46 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать, сывлăхне спортпа çирĕплетет.

Республикăри спорт министрĕпе çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти ялсенче тĕрлĕрен программăпа пурнăçлама палăртнă плансемпе паллаштарнă. Нăрваш Шăхалĕнче стадион, Шăнкăртамра ФОК тăвасси, "Олимп" стадионăн тĕп çуртне, чупакан çулне юсасси тата ытти те ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтересссипе çыхăннă мероприятисем.

 (Хамăр корр.)

Авангард



09 апреля 2021
09:47
Хроника мероприятий
Поделиться