Патăрьел районĕ çемье çавăрассипе кăтартуллă

ЧĂВАШ Республикинчи ЗАГС органĕсен 2021 çулхи пĕрремĕш квартал итогĕпе çамрăк мăшăрсене çемье çавăрнă ятпа саламланă тĕслĕхсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ỹснĕ, 1012 акт (2020 çулхи I кварталта 887) çырнă. Ку енĕпе яллă районсем хушшинче Патăрьел районĕ лидер шутланать. Районти Мăшăрлану керменĕн специалисчĕсем çулталăк пуçланнăранпа 38 каччăпа хĕре çемье çавăрнă ятпа саламланă.

Хальхи вăхăтра православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн майăн 2-мĕшĕччен Мăнкун умĕнхи аслă питĕ пырать. Çак тапхăрта туй-çуй, хаваслă уявсем ирттерме тăрăшмаççĕ. Çутă уява кĕтсе илнĕ хыççăн вара районти ЗАГС пайĕнче каллех çамрăк мăшăрсемшĕн çине-çинех Мендельсон маршĕ янăрĕ.

 

Аванград



09 апреля 2021
09:49
2021 год
Поделиться