Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх пур - чун савăнать

 Çитес виçĕ çулта Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенче шыв ыйтăвĕ татăлмалла. Ăна валли Шăмăршăри шыв управне хута ямалла. Сăмах май, управа 2011-2014 çулсенче тунă, 38 çухрăм пăрăх хунă. Ку 8 яла кăна таса шывпа тивĕçтерме май парать. Кăçалтан "пăр" вырăнтан хускалмалла. Шыв управĕн 1 тата 4 комплексне ĕçлеттерсе яма конкурс пулассине пĕлтернĕ. Пĕрремĕш комплекса тума хутшăнас текенсен апрелĕн 21-мĕшĕччен, тăваттăмĕшĕ валли апрелĕн 22-мĕшĕччен заявка тăратмалла. Проектсен хакĕ - 620 млн тенкĕ ытла. Ĕçсене 2022 çулхи декабрьччен вĕçлемелле.

Малтанхи пĕтĕмлетỹсемпе управа хута яма 2,2 млрд тенкĕ кирлĕ. Ăна валли "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн федерацин "Таса шыв" проекчĕпе усă курма палăртнă. Вăл ĕçлесе кайсан 74 ялти 48 пин пурăнакан патне таса шыв çитет.

(Хамăр корр.)

Авангард



09 апреля 2021
09:53
Хроника мероприятий
Поделиться