Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника кăлтăксăр ĕçлетĕр

Ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярас тĕллевпе республикăра, çавăн пекех районта та çулленех ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 1-19-мĕшĕсенче иртет.

 Çак тапхăрта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов ертсе пыракан ятарлă комисси ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тата уйрăм çынсен тракторĕсен, кăкарса çỹремелли хатĕрсен юсавлăхне, вĕсем çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка вараламаннине тĕрĕслет, ĕçе тухма юрăхлине çирĕплетекен документ парать, техника хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă документсене тимлĕх уйăрать. Çавăн пекех вăрлăх, минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал мĕн чухлĕ хатĕрленине те пăхать.

Комисси членĕсем апрелĕн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче, "Батыревский" пĕрлешỹре, "Корма" çĕр ĕç фирминче тата улма-çырла питомникĕнче пулчĕç. Пуринче те тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене тивĕçлĕ шайра хатĕрленине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех вăрлăх та çителĕклĕ, çĕннисене туяннă.

Апрелĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов тата çак пайри тĕп специалист-эксперт Ирина Хадарова, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев, "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов "Исток" çĕр ĕç фирминче пулчĕç.

Хуçалăхра тракторсене паркра пĕр рете лартса хунă. Хăшĕ - çĕнĕ, хăшĕ - кивĕрех, калама та çук. Юсаса тирпейленĕрен заводран тин çеç илсе килнĕнех туйăнаççĕ. Çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин çулталăк пуçланнăранпа пĕр трактор тата машина илнине, малашне хăватлăрах техника ытларах туянма тĕллев тытнине каларĕ. Патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă "хурçă утсен" хуçисене преми парса хавхалантарассине пĕлтерчĕ.

Комисси членĕсем кашни трактора тĕплĕн тĕрĕслерĕç, фарăсем çутнине, сигнал пуррине, тормоз тытнине тата ыттине те пăхрĕç. Çавăн пекех аптечка, çулăма сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель) ыйтрĕç. Вĕсем пур "хурçă утра" та пур. Инкек куçа курăнса килмест, çакна асра тытаççĕ кунта. Сăмах май, çĕр ĕç фирминче ĕç сыхлавĕпе ятарлă çын ĕçлет - Геннадий Крылов. Геннадий Федорович ĕçре техника хăрушсăрлăхне кашнийĕн пăхăнмаллине, пурнăçран хакли урăх нимĕн те çуккине тĕрĕслевре механизаторсене тепĕр хут аса илтерчĕ.

- Çĕр ĕç фирминче тракторсене хатĕррисен ретне лартма çулленех лайăх хатĕрлеççĕ. Кăçал та çаплах. Техника акана тухма юрăхлă, - терĕ Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Илья Васильев.

 Хуçалăхра вăрлăх патне те тимлĕх нумай уйăраççĕ. Çур акине валли ăна йăлтах хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсене кашнине уйрăмшар пỹлмене тултарса хунă. Пысăк пахалăхлисемпе те çĕнетсе пыраççĕ. Иртнĕ çул ют çĕршывра хатĕрленĕ тулă пур. Тыр-пул вăрлăхне кăçал та им-çамласа акма палăртнă, 2020 çулта çеç илнĕ ятарлă агрегат ĕçе пуçăнма хатĕр. Им-çам çак кунсенче килмелле, çанталăк каçсерен сивĕ тăнипе çеç тăхтаса тăраççĕ.

 Йĕтем патĕнче те хальхи вăхăтра хĕрỹ ĕç пырать: пĕр ушкăн тырра типĕтсе тасатакан 30 млн тенке яхăн тăракан комплекса вырнаçтарассипе тимлет. Комисси членĕсем унта та çитсе курчĕç, минераллă удобренисен складĕнче те пулчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



06 апреля 2021
11:44
2021 год
Поделиться