Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултарулăхне тивĕçлипе хакланă

Республикăра "Çулталăк учителĕ - 2021" конкурс иртрĕ. Унта 27 вĕрентекен хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Путякова хỹтĕлерĕ. Наталия Алексеевна маларах район шайĕнчи тупăшура çĕнтернĕччĕ.

Финалистсем Шупашкарти 45-мĕш вăтам шкулта уроксем ирттерчĕç, жюри ыйтăвĕсене хуравларĕç, мастер-классем, класс сехечĕсем, методика семинарĕсем ирттерчĕç.

Конкурсантсем професси тĕрĕслевĕнчен ăнăçлă тухрĕç, хăйсен ĕçне чăннипех те тивĕçлĕ туса пынине кăтартрĕç.

Ытларах балл пуçтарнă 7 педагог пĕрремĕш тур хыççăн уçă калаçăва хутшăнчĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшне жюри лауреат тесе палăртрĕ. Çав йышра Наталия Алексеевна Путякова та пур.

А. КАПИТОНОВА

Аавнгард



06 апреля 2021
11:50
Хроника мероприятий
Поделиться