Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасен çуллахи канăвĕпе - канашлу

Патăрьелĕнчи каçхи шкулта вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен тата аслă вожатăйсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес ыйтусене çĕкленĕ.

Семинар ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тата районти халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центрăн пай заведующийĕ Алевтина Дюкина хутшăннă.

Вĕрентỹ управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Светлана Елагина ачасен çуллахи канăвĕн кампанине мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăнă.

Кăçал районти ачасен канăвне йĕркелес тата сывлăхне çирĕплетес ĕçе пĕтĕмĕшле 2874,395 тенкĕ укçа яма палăртнă.

Вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн хушăвĕпе 15 шкулта çуллахи вăхăтра лагерь ĕçлĕ. Вĕсенче 842 ача сывлăхне çирĕплетĕ. Смена 21 кун тăсăлĕ. Кашнийĕшĕншĕн кунсерен 98-шар тенкĕ укçа расхутланĕ.

Алевтина Дюкина ачасен канăвне йĕркелес ĕçри социаллă пулăшу тивĕçтерĕвĕпе паллаштарнă. Вĕрентỹ организацийĕсемпе килĕшỹ тунă тăрăх виççĕшĕнче йывăр лару-тăрура пурăнакан 70 ача канĕ.

Канашлура çавăн пекех çитĕнекен ăрăвăн канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес ĕçре ытти мелсене те усă курма кирлине палăртнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



06 апреля 2021
12:18
Публикации
Поделиться