Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентỹ иртнĕ

Районти "Централизациленĕ клуб системи" культурăпа кану учрежденийĕнче суйлав ыйтăвĕпе обществăлла сăнавçăсен вĕрентỹ семинарĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕ - "Никама пăхăнман обществăлла мониторинг" ассоциаципе РФ Общество палати çумĕнчи сасăлава сăнаса тăракан Координаци канашĕ.

Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, районти Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин, Чăваш Республикинчи Общество палатин аппарачĕн ертỹçи Евгений Бондарев, "Никама пăхăнман общество мониторингĕ" ассоциацин регионти координаторĕ Ирина Иванова тата ыттисем те хутшăннă.

Пĕлме: 2021 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртет. Çавăн пекех унсăр пуçне районта пĕр мандатлă Первомайски суйлав округĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне тата Ишлĕпе Туçа ял тăрăхĕсенче ял тăрăхĕсен Пухăвĕн депутатне (икĕ депутат) суйлĕç.

 (Хамăр корр.).

Авангард



02 апреля 2021
09:10
2021 год
Поделиться