Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă операци старт илчĕ

ĔНЕР, апрелĕн 1-мĕшĕнче, республикăра "Çулла" ("Лето") операци старт пуçланчĕ.

Çавна май хальхи вăхăтра районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем ялсене тухса халăхпа тĕл пулаççĕ, "хĕрлĕ автанран" асăрханмалли, çуллахи вăхăтра ачасене килте пĕччен хăварма юраманни пирки калаçусем ирттереççĕ, ял тăрăхĕсенчи ирĕклĕ пушар хуралĕсенче вут-кăвара сỹнтермелли хатĕрсене, эвакуаци планĕсене тĕрĕслеççĕ. Тĕл пулусенче "01" служба сотрудникĕсем типĕ курăка çунтарма юраман пирки те калаçăва çивĕчлетеççĕ. Шыв-шур типнĕ хыççăнах хăшĕ-пĕри хĕл каçа пуçтарăннă çỹп-çапа çунтарса тĕтĕм-сĕрĕм кăларать, тавралăхри сывлăша сиенлет.

Аса илтеретпĕр: РФ КоАПăн 20.4 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр тĕтĕм-сĕрĕм кăларакан граждансене 2-3 пин, должноçри çынсене 150-200 пин тенкĕ штраф параççĕ. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кун пек тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ.

Авангард



02 апреля 2021
09:08
2021 год
Поделиться