Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватлăхра тимлĕх тата ытларах кирлĕ

РАЙОНТИ çынсене социаллă тимлĕхпе тивĕçтерекен центр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 65 çултан аслăрах ватăсен сывлăхне сиплев учрежденйĕнче тĕрĕслеттерессипе, вĕсен ытти ыйтăвне тивĕçтерессипе те тăрăшать. "Аслă ăру" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн соцработниксем кашни уйăхрах çак ыйтупа ĕçлеççĕ, ялсенче пурăнакан ватăсене Патăрьелĕнчи тĕп больницăна профилактитика тĕрĕслевне илсе килеççĕ. Центр ертỹçи Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа мобильлĕ ушкăн 28 хутчен çак тĕллевпе çул çỹреве тухнă, 95 ватă çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

АВАНГАРД



30 марта 2021
09:37
2021 год
Поделиться