Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккунăн сакки сарлака, тĕрĕслĕхĕн çулĕ тỹрĕ

 Коронавирус пандемийĕ мĕн пур сферăна, кашни отрасле шар кăтартрĕ. 2020 çул Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи суд приставĕн отделенийĕн коллективĕшĕн те çăмăлах пулман. Çавна май саккунпа айăпа кĕнĕ çынсенчен парăмсене шыраса илесси те чакнă. Апла пулин те иртнĕ çулхи ĕç итогĕпе вĕсем "Суд приставĕн федераци службин Чăваш Республикинчи чи лайăх структура подразделенийĕ" смотр-конкурсра дознани ĕçне йĕркелессипе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ аслă суд приставĕпе, шалти ĕçсен службин майорĕпе Галина Васильевна Афкипе тĕл пулнă, вĕсен ĕçĕнчи тĕп кăтартусемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

- Суд приставĕсем патшалăх умĕнче пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ. Галина Васильевна, усал чир сирĕн ĕçре те ура хунине шута илмесĕр, иртсе кайнă çулталăк тата мĕнпе асра юлчĕ-ши?

- Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн служба сотрудникĕсен полномочийĕ пысăкланчĕ. Халĕ эпир право хуралĕн органĕ шутланатпăр. Çавна май социаллă çăмăллăхсем те хутшăнчĕç. Малашне приставсем 20 çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайма, санаторипе курортсенче сипленме, патшалăх шучĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ тата ытти те. Çаксем пирĕн службăра тăрăшакансемшĕн ĕçлеме хавхалантаракан мелсем.

- Хыçа юлнă çулталăкăн хăйне евĕр чăрмавĕсене пăхмасăр иртнĕ çул суд приставĕсен "али" витĕр тухнă ĕçсене пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

- Отчетлă тапхăрта судпа шыраса илмелли 19770 производство пулнă. Вĕсен шутне налуксем, штрафсем тата ытти те кĕреççĕ. Çулталăкра 10278 производствăна пурнăçланă, 7150 ĕçĕпе парăмçăсен укçине саккунлă йĕркепе шыраса илнĕ. Икĕ районпа суд приставĕсен вăйĕпе бюджета кĕртнĕ укçа-тенкĕ сумми - 101, 303 пин тенкĕ.

- Галина Васильевна, суд йышăнăвне вырăна хумасăр пысăк парăмсемпе лăпланса пурăнакансемпе мĕнлерех йышăну тăватăр? Укçа вырăнне пурлăхне арестленĕ тĕслĕх-сем пур-и?

- Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулать, теççĕ. Пирĕн асăрхаттарусене шута илмен "хулăн ỹт- лĕ" преступниксен (çаплах калас килет) пурлăхне те арестлетпĕр. 2020 çулта налук органĕсен постановленийĕпе 12 производствăпа 22 645 пин тенкĕ, налука шыраса илмелли суд акчĕпе 11 ĕçпе 385 пин тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ. Вăл шутра кил-çуртра усă куракан телевизор, холодильник тата ыттисĕр пуçне тĕрлĕ автотранспорт та пур. Патăрьелĕнчи пĕр çыннăн хваттерне те парăм вырăннех арестлеме тиврĕ.

- Ку чухне тĕрлĕ сăлтавпа çемьесем арканнă тĕслĕх те сахал мар. Шел пулин те, вĕсенчен хăшĕ-пĕри çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлессин- чен пăрăнать. Вĕсене "итлеттерессипе" те приставсенех чылай ĕçлеме тивет. Отчетлă тапхăрта РФ КоАПăн статйине пăхăнманнисем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хăйсен тивĕçне пурнăçламаннисене ятарлă праваран (спецправа) хăтаратпăр. Вăл шута алимент тỹлессинчен пăрăнса çỹрекенсем те кĕреççĕ. Çулталăк тăршшĕпе пуçарнă 166 административлă ĕçрен 47шĕ алиментпа çыхăннă. Çакна та палăртса хăвармалла: ятарлă праваран хăтарнисем ют çĕршыва тухса çỹреймеççĕ, вĕсем тăтăшах тĕрĕслевре, сăнавра.

- Ĕç çынна илем çеç мар, хисеп те кỹрет. Суд системинче тăрăшнă 38 çулĕнчен (пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çул) 23-шне эсир аслă суд приставĕнче ĕçлетĕр. Çак тапхăрта Патăрьел районĕн суд приставĕ (Шăмăршăпа пĕрлешиччен) малтисен йышĕнче пулнине сирĕн ĕç пỹлĕмĕнчи дипломсемпе Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Ăнăçăва чăн малтанах мĕнпе сăлтавлатăр?

- Кирек мĕнле ăнăçу та коллективран килет. Ку тĕлĕшпе пирĕн сотрудниксем пурте хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çакă шăпах ĕçĕн результачĕ. Мухтанни ан пултăр та, темĕнле йывăр вăхăтсенче те хамăрăн тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани, республикăра çулсеренех кăтартуллисен шутĕнче пулни хисепе тивĕçме пулăшрĕ. Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Анатолий Кони медалĕ, Хисеп хучĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ" ята тивĕçни, манăн ытти наградăсем те районти суд приставĕн пĕрлехи ĕçĕн результачĕсем тесе шутлатăп.

- Тавах сире калаçушăн. Сирĕн çăмăл мар ĕçре малашне те ăнăçу сунатăп.

А. ЕГОРОВА калаçнă

 АВАНГАРД



31 марта 2021
09:31
Поделиться