Ишме пĕлекенсене - сертификат

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК бассейнĕнче шывра ишессипе ăмăрту иртрĕ. 5 ỹсĕм çулĕнче 65 спортсмен ăмăртрĕ. Ева Рубцова, Антон Алякин, Алсу Кучатова, Раиль Зейнетдинов, Анна Рубцова, Иван Иванов, Азалия Салихова, Андрей Алексеев, Артем Путяков, Елена Краснова пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Спортсменсене ăмăртăва Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.

Çавăн пекех арçын ачасем 400 метра, хĕр ачасем 200 метра ирĕклĕ майпа ишсе ăмăртрĕç. Артем Путяковпа Азалия Салихова çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Артем Путяков 100 метра 57 секундра ишсе тухса çĕнĕ çитĕнỹ турĕ.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç. Пуçласа ăмăртăва хутшăнакансене "Эпĕ ишме пĕлетĕп" сертификатсем пачĕç.

А. ИВАНОВА

 

АВАНГАРД



30 марта 2021
09:30
Хроника мероприятий
Поделиться