Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕвел шевлине сапалать, ака алăкран шаккать

 Мартăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем йĕркелекен Пысăк залĕнче "Çурхи ĕçсене пахалăхлă ирттерни - пысăк тухăç никĕсĕ" темăпа агроинженери конференцийĕ иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, ЧР ял хуçалăх министерствин ỹсен-тăран, механизаци, химизаци тата ỹсен-тăран хỹтĕлев пайĕн начальникĕ Владимир Васильев, республикăри "Россельхозцентр" учрежденин филиалĕн ертỹçин çумĕ Ольга Белова, республикăри Апат-çимĕç фончĕн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕпе ĕçлекен генеральнăй директорĕн çумĕ Алексей Сергеев, "Канаш элеваторĕ" - "Чăвашçăкăрпродукчĕ" филиал директорĕ Сергей Молотов, Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Илья Васильев, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, арономсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Акана тухма шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Хĕл каçа аванах çунă юр та куç умĕнчех ирĕлсе пырать. Районта яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме йĕркелекен ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов каласа пачĕ.

 Çурхи культурăсем кăçал 29635 гектар йышăнмалла. Ĕçе кĕртмелли пĕтĕмĕшле лаптăк вара 35135 гектар пулать. Усă куракан лаптăкăн пысăк пайĕнче (62 процент) ытти çулсенчи пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ỹсĕç. Никĕсе хывма тыр-пул вăрлăхĕ çителĕклĕ. Пулас тухăçăн амăшĕн 98,9 проценчĕ е 3509 тонни кондициллĕ. Вăрлăх хатĕрлес тата çĕнетес ĕç районта малалла пырать.

Акнă-лартнă культурăсем лайăх çитĕнччĕр тесен минераллă удобенисемпе усă курмалла. Ку çур аки валли 1920 тоннăран кая мар кирлĕ, хальхи вăхăта ăна 1133 тонна турттарса килнĕ. "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Корма" хуçалăхсем çулленех çителĕклĕ туянма тăрăшаççĕ.

Ял хуçалăх çĕрĕсен 16446 гектарне акшар çăнăхне сапмалла, кăçал ку ĕçе 2722 гектарта пурнăçлама палăртнă. Сăмах май, 2019 çултан тăпра йỹçĕклĕхне пĕтерессипе ĕçленĕшĕн патшалăх тăкака саплаштарма пулăшать.

 Техника паркĕнче те хĕрỹ ĕç пырать. Хальлĕхе тракторсен 75 проценчĕ (2020 çулта 72 проценчĕ), кăкарса çỹремелли хатĕрсен (культиваторсен, сỹресен, плугсен) 60 проценчĕ (2020 çулта 55 проценчĕ) акана хутшăнма хатĕр. Паян-ыран "хурçă утсене" тата ытти агрегатсене юсаса пĕтермелле. Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен кашни япалана шута илмелле.

Патшалăх юлашки вăхăтра ял хуçалăхне тимлĕх ытларах та ытларах уйăрать. Акă, январь-февраль уйăхĕсенче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене субсиди 7,4 млн тенкĕ куçнă. Малтанхи кăтартусемпе 20 хуçалăх 58 млн тенкĕ ытла кредит илнĕ.

Виктор Львов акара техника хăрушсăрлăхне пăхăнасси, хушнă ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлакансене, малта пыракансене хавхалантарасси пирки те сăмах пуçарчĕ, яваплă тапхăра ăнăçлă ирттерсе яма сунчĕ.

"Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов та сăмах илчĕ. Вăл пахалăхлă вăрлăх аксан çеç тыр-пул тухăçĕ те пысăк пулнине, хуçалăх кассине тупăш кĕнине каларĕ.

Канашлура тата ыттисем те тухса калаçрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

О. ПАВЛОВА

 

 АВАНГАРД



30 марта 2021
09:35
Публикации
Поделиться