Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ашшĕ-амăшĕн заявленине апрельтен йышăнаççĕ

Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен ачине шкула илме ыйтса çырнă заявленисене апрелĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Заявленисене йышăнас тапхăр июнь вĕçленичченех тăсăлать. Сентябрĕн 5-мĕшĕччен вара шкулсенче пĕрремĕш класа каякансен списокне çирĕплетеççĕ.

Ачана пĕрремĕш класа яма тĕрлĕ мелпе çырăнма май пур. Кун пирки Чăваш Ен Правительствин Председателĕн çумĕ - вĕренỹ министрĕ Алла Салаева эрнесерен иртекен планеркăра та каланă. Çапла ашшĕ-амăшĕ патшалăх услугисен порталĕпе усă курма пултарать. Тепĕр меслет - республикăн вĕренỹ услугисен порталĕ урлă. Виççĕмĕшĕ - заявление шкулта çырса памалла.

Малтанласа шутланă тăрăх, Чăваш Енри шкулсенче кăçал пĕрремĕш класа каякансем пурĕ 17 пине яхăн ача пулĕ.

А. ИВАНОВ

АВАНГАРД



30 марта 2021
09:34
Хроника мероприятий
Поделиться