Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"СЭЛЭТ-Батыр" центр пулатех

Кзыл Чишмари виçĕ хутлă шкула уйрăм инвестицисене явăçтарса çĕнетме палăртнă. Ăна реконструкциленĕ хыççăн кунта пултаруллă ачасене валли "СЭЛЭТ-Батыр" çамрăксен обществăлла центрĕ пулать. Строительство ĕçĕсем 2020 çулхи июль уйăхĕнче пуçланнă, 2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçленмелле. Объекта реконструкцилессипе "Булат" пĕрлешĕвĕн (етỹçи Ринат Абдулвалеев) строителĕсем тăрăшаççĕ.

Мартăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Кзыл Чишмари пĕлỹ çуртне реконструкцилессипе вăй хуракан проектантсемпе, подряд организацийĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

- Планра - волейбол тата футбол вăййисене вылямалли, ташламалли лаптăксем тăвасси, пан улми садне ĕрчетесси тата ытти те. Комплекс районта туризма аталантарассинче те тĕп вырăн йышăнĕ, - тенĕ çамрăксен обществăлла центрĕн директорĕ Джалиль Сулейманов.

 Вĕрентỹ центрĕ хута кайсан çитĕнекен ăру кунта хушма пĕлỹ илме, çуллахи каникулта сывлăхне çирĕплетме те пултарĕ

 (Хамăр корр.)

Авангард