Общество канашĕ халăхшăнах тăрăшĕ

РАЙОНТИ ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ Общество канашĕн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе вырăнти влаçпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшасси. Ку тĕлĕшпе чылай поселенинче ĕçе начар мар йĕркелесе пыраççĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Хирти Пикшикри Общество канашĕн председателĕ Хасиятулла Махмутов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, ял тăрăхĕн территорийĕнче çулсене çĕнетес тата юсас ыйтăва хускатнă. Сăмах май каласан, иртнĕ çул Пикшик поселенине кĕрекен Кĕçĕн Арапуç ялĕнче икĕ çухрăма яхăн çула асфальт сарнă. Общество канашĕн председателĕ район ертỹçипе тĕл пулнă май ял тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал малалла та вырăнта хăтлăхпа тирпей тăвас тĕллевпе пуçару бюджечĕн программине хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Пĕлме: 2021 çулта пирĕн районта пĕрремĕш тапхăрпа тĕрлĕ шайри 11 проекта (16,7 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме палăртнă.

Авангард



26 марта 2021
10:38
Хроника
Поделиться