Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи шыв хăй çулĕпе юхтăр

ÇУТ çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ шутланакан çуркунне савăк кăмăл-туйăмпа пĕрлех ырă мар пулăм та илсе килме пултарать. Ялсенче, уйрăмах юхан шывпа юнашар пурăнакансене çĕр çăтса ĕлкĕреймен шыв сарăлса пысăк инкек кăтартма пултарать.

Маларахри çулсенче те ун пек тĕслĕхсем пулнă. Çакна шута илсе районта çурхи шыв-шур вăхăтĕнчи хăрушлăха сирес тĕллевпе тимлекен комисси кашни кунах автомобиль çулĕсене пăхса тăракан организаци представителĕсемпе шыв юхакан çулсене, пăрăхсене, кĕперсене тăрĕслесе мониторинг туса тăраççĕ. Çак кунсенче вĕсем Пикшик, Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсене çурхи шыв çулне уçма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене асăрхаттарса хăварнă. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин шыв-шур сарăлнă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки вырăнти çынсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине тепĕр хут асăрхаттарать. Çут çанталăк пулăмĕнчен сыхă пулни ăна çăмăл парăнтарма пулăшĕ.

Авангард



23 марта 2021
13:23
Хроника
Поделиться