Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ибрагим - районта аллăмĕш, çемьере пĕрремĕш пепке

КИРЕК мĕнле мăшăршăн та хăйсен чун тĕпренчĕк-не алла илни - чи пысăк телей. Ыхра Çырминчи Тимергалиевсемшĕн те çак кун ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Çамрăк çемьене йыш хушнă ятпа районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем чун-чĕререн саламланă. Ибрагим - ашшĕпе амăшĕшĕн пысăк телей, савăнăç, пурнăç хавхаланăвĕ. Йăх-несĕле малалла тăсакан ывăл çемьере пĕрремĕш, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара 50-мĕш пепке. Сăмах май каласан, ку таранччен районта пĕрремĕш ачине 18 çемье алла илнĕ. 2,3,4 е ытларах ача çуратакансем те пур. Пĕр çемьене вара саккăрмĕш пепки кун çути курнă ятпа саламланă.

Авангард



23 марта 2021
13:24
2021 год
Поделиться