Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăс-хакăлпа кăмăл-сипет - пурнăç пĕлтерĕшĕ

Кучухне çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре кашни çын хăй халăхĕн культурине, тĕн йăли-йĕркине пĕлни, ăна пурнăçра пăхăнса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче районта "Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пĕлтерĕшĕ: опыт, проблемăсем тата вĕсене татса памалли çул-йĕр" темăпа йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕнче çамрăксен ырă малашлăхĕпе, тĕрлĕ тĕн çынни пĕр-пĕрин культурине, йăли-йĕркине, çав вăхăтрах чĕлхине хисепленипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç.

 Конференцие икĕ секципе - Ыхра Çырминче тата Тутар Сăкăтĕнче - йĕркелерĕç. Пĕтĕмлетỹ пайĕ Шăнкăртамри культура çуртĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри мăсăльмансен Тĕн Пухăвĕн председателĕ, мăсăльмансен Чăваш Республикинчи Тĕн управленийĕн Муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество Палатин членĕ Альбир Хазрат Крганов, Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш Енти хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева, Чăваш Республикинчи ытти министерство, прокуратура, шалти ĕçсен министерствин представителĕсем, ăсчахсем, пысăк хуласенчи аслă шкулсенчи богословсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Аслă пухăва хутшăнакансем Раççей Федерацийĕн Общество Палатин членĕ Альбир Хазрат Крганов ертсе пынипе Тутар Сăкăтĕнчи мечĕтре тĕн йăли-йĕркине пăхăнакансемпе тĕл пулнă хыççăн район центрĕнче мăсăльмансен вырăнти тĕн организацийĕ, 47-мĕш прихут çумĕнче тĕн вĕрентĕвне аталантарас тĕллевпе культурăпа çутĕç центрне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Кунта ĕненекенсем ислам пĕлỹ-çыруне, тĕн историне, аталанăвне вĕренес тĕллевпе çеç мар, ыркăмăллăх тĕллевĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та пурнăçласа пыраççĕ. Конференцин пĕтĕмлетỹ пайĕнче тухса калаçакансем республикăри çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа гражданла воспитани парас ĕçри тĕн организацийĕсен пĕлтерĕшĕ, ялсенче тĕн тата ăс-хакăл воспитанине парас ĕçри шкулпа çемье çыхăнăвĕ, патшалăх пулăшăвĕ тата ытти ыйтăва та çивĕчлетрĕç, юлашки вăхăтра тĕн пĕлтерĕшĕ ỹснине, вăл пурнăç йĕрки пулса тăнине, ку тĕлĕшпе çынсен, çамрăксен ăс-хакăлĕ ỹссе пынине палăртрĕç. Çакă шăпах çĕршывра, республикăра хирĕçле вăйсен - экстремизмпа терроризмăн - çулĕсене пỹлме пулăшать те. Кун пирки хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртса хăварчĕ: "Нумай нациллĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашни халăх хăйĕн культурипе йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пыни, хăйсен халăхĕн пуянлăхне упраса хăварни паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх çеç мар, вĕсене ăс-хакăл тĕлĕшпе аталанма та пулăшать",- палăртрĕ вăл.

Сăмах май каласан, пирĕн районта 33 пине яхăн çын пурăнать. Чăваш, вырăс, тутар, ирçе, мăкшă тата ытти наци çыннисем килĕштерсе, тăванлашса хутшăнни пирĕн района тĕрек парать çеç мар, халăхăн пурнăçне малалла аталантарма та пулăшать. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра православи тĕнне ĕненекенсемшĕн ĕçлекен 15 чиркỹ, мăсăльмансен 19 прихучĕ, вырсарни шкулĕсемпе медресе, шкулсенче тĕн йăли-йĕркине вĕрентекен уроксемпе кружоксем тата ытти те паян çамрăксемшĕн хăйсен пурнăç тĕллевне тĕрĕс суйласа илмелли çулсем. Альбир Хазрат Крганов Патăрьел районĕнче ку тĕлĕшпе начар мар ĕçлесе пынине палăртрĕ. Çулсеренех йĕркелекен "Шăнкăртам диалогĕ", аслă ăрăва çамрăксемпе çыхăнтаракан уяв, наукăпа практика конференцийĕ, Кокель пленэрĕ, пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсем, ентешсем ячĕпе иртекен турнирсем тата ытти те кашни наци халăхĕн культура пуянлăхне тепĕр хут çирĕплетсе парать.

 Конференцири пĕлтерĕшлĕ пулăм - мăсăльмансен Чăваш Республикинчи Тĕн управленийĕпе Чăваш Енти Хĕрарăмсен союзĕ килĕштерсе ĕçлемелли хут çине алă пусни. Обществăлла организацисем çамрăксене воспитани парас, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшас ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывни пархатарлă ĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард



19 марта 2021
14:43
2021 год
Поделиться