Пушар сахалланни яваплăха ан чакартăр

 РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ А.Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен 8 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан вут-кăвар инкекĕ 20 процент сахалтарах. Анчах çакă уйрăм хуçалăхпа пурăнакан çемьесенче те, ял хуçалăх предприятийĕсенче те, вĕрентỹ учрежденийĕсенче, социаллă объектсенче тата ыттисенче те пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă йĕркесене хавшатмаллине пĕлтермест. Юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче çине-çинех пушар алхасса хуçалăхсене тăкак кăтартни те АПК предприятийĕсенче инкекпе çыхăннă хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине çирĕплетсе парать. Пурлăха, тупрана пуçтарма, çурт-йĕр тума никама та çăмăл мар, вăл юрăхсăра тухасси вара туххăмрах.

Авангард



19 марта 2021
14:40
2021 год
Поделиться