Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрешĕве çамрăксем тухрĕç

Кĕрешỹ спортне анлăн сарас тата малалла аталантарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе тата шкул ачисен спартакиада шучĕпе Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра йăлана кĕнĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Г. Араев ячĕпе турнир иртрĕ. Спорт мероприятине уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, Гилачетдин Миначевич ывăлĕ Равиль тата ыттисем хутшăнчĕç.

 Ăмăртусем 15 виçе категорийĕпе иртрĕç. Вĕсене 2008 çултан каярах çуралнă хĕрсемпе каччăсем явăçрĕç. Пурĕ 135 спортсмен кĕрешĕве тухрĕ.

Г. Араев 1936 çулта Хирти Пикшикре çуралнă. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чкаловскинчи вăтам шкула çул тытнă. Унтан Канашри учительсен институчĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Демократиллĕ Германи Республикинче çар службинче тăнă хыççăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене вĕрентме пикеннĕ. Пĕрлех Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Унтан взвод командирĕсене хатĕрлекен курсран офицер званийĕпе тухнă. Малалла Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçăннă. Физкультурăпа спорта математикăна килĕштернĕ пекех мала хунă.

Пĕрремĕш медальне 16 çулта çĕнсе илнĕ. Акă мĕнле аса илнĕ вăл каярахпа: "1959 çултанпа эпĕ никама та выляса яман. Районта, çав шутра республика, Раççей чемпионачĕсенче те".

Гилачетдин Миначевич Чăваш Енре 28 хутчен чемпион пулнă. 5 ача ашшĕ 1973 çулта РСФСР спорт мастерĕн нормативĕсене тултарнă. РСФСР шкулĕсен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене тивĕçнĕ.

пе Гадель Вахитовсем, Р.Ямалетдинов, Ранилпа Рифат Салеевсем, И. Яббаров, Р.Дигашев тата ыттисем те призлă вырăнсене йышăнса савăнтарчĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче А. Шарафутдинов, С.Осипов, А.Ильбеков, В.Журавлев, Р.Вахитов, С.Калмыков, А.Чебенев, А.Хисамутдинов, А. Цветков, Д.Кушников, С. Субханкуллов, М.Ерофеев, Р.Вахитов, Н.Петров, Л.Пудовкина, Д.Маркова, А.Соколова, Р.Халитова пĕрремĕш вырăнсенче пулчĕç.

Ачасен ашшĕ-амăшĕ, спорта чунтан парăннă çитĕнекен ăру Илшат, Илдар, Айрат, Марат, Фиргать, Рифат Вахитовсене, Рустем, Ринат Даутовсене, Раффис, Радик Яббаровсене, Р. Зейнетдинова, И. Мухаметзянова, Ильхам, Раис Салеевсене, Р. Садертдинова, Р. Камалетдинова, А. Гайфина, Р. Закирова, М. Чемерова, А. Гисматуллина, Араевсене, И. Чаштанова, И. Калмыкова, Р. Хасянова, Ф. Алиуллова, Р. Санзяпова çак енлĕ спортпа хавхаланса кавир çине тухма майсем туса панăшăн хĕпĕртетех.

А. ИВАНОВА.

Авангард



19 марта 2021
14:49
Хроника мероприятий
Поделиться