"Крым Раҫҫей пĕрлĕхĕнче» информаципе пĕлӳ сехечĕ

"Крым Раҫҫей пĕрлĕхĕнче»  информаципе пĕлӳ сехечĕ

  Крым ҫурутравне 2014-мĕш ҫулта  референтум пĕтĕмлетĕвĕ тӑрӑх Раҫҫей Федеерацийĕн йышне кĕртнĕ. Унтанпа ҫичĕ ҫул иртсе кайрĕ. Ҫапах та ку пулӑм пирĕн халӑхшӑн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

  Ҫакна шута илсе тĕрлĕ ҫĕрте мероприятисем иртеҫҫĕ. Акӑ пуш уйӑхӗн  18-мӗшӗнче Сител клубĕнче "Крым Раҫҫей пĕрлĕхĕнче»  информаципе пĕлӳ сехечĕ пулчĕ.  Кунта ачасене Ирина Лякова культорганизатор  ҫак тапхӑрпа ҫыхӑннӑ тĕрлĕ ҫĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ.  Унсӑр пуҫне Крымпа Севастополе Раҫҫей йышне илесси пирки еплерех ĕҫсем туса ирттернине сӳтсе яврĕҫ пухӑннисем.

    Унтан пурте  ҫурутравӑн сторийӗ, вӑл нумай ҫул хушши ҫӗнсе илекенсемпе ҫапӑҫни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче крымчансем хутшӑнни, Севастополе хӳтӗлесси, Раҫҫейшӗн епле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калаҫрĕҫ. Ҫавӑн пекех мероприятире  гражданла-патриотизм воспитанийӗ паян уйрӑмах кирли пирки,  вӑл историлле шухӑшсене лайӑхлатса пыма, тӑван ҫӗршыв историне вӗренме хавхалантарнине, , патриотизм туйӑмӗсене ачасене вӗрентсе ӳстерессине уҫӑмлатрĕҫ.

    Юлашкинчен пурте хӑйсен малашнехи ҫулне суйласа илекен вĕренекенсем  хальхи событисене ӑнланни питĕ лайӑххине палӑртрĕҫ. Кун йышши сехетсем ирттернишĕн йĕркелӳҫĕсене тав турĕҫ.



18 марта 2021
13:01
Хроника мероприятий
Поделиться