Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур

Талантлă, пултаруллă çитĕнекен ăрăва хавхалантарассине патшалăх малти вырăна хурать. Çамрăксемпе студентсене творчествăри ăнтăлушăн 2004 çултанпа çуллен Чăваш Республики Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса хавхалантараççĕ. Çак тапхăрта лауреатсен йышĕнче 15 пин каччăпа хĕр пулчĕ. Вăл шутра наукăпа вĕренỹре, обществăлла пĕрлешỹсенче, творчество коллективĕсенче, спортра палăрнă пирĕн район яш-кĕрĕмĕ те пур.

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче ятарлă стипенди илни çинчен çирĕплетекен кăçалхи свидетельствăна районти 17 çамрăка чыслă лару-тăрура пачĕç.

"Талантлă, мал ĕмĕтлĕ, хастар ачасем районти шкулсенче, организацисенчех çитĕнеççĕ. Эпир кунта вĕсен пултарулăхне палăртма пуçтарăннă. Эсир - районăн ылтăн фончĕ", - терĕ вĕсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов.

Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова та стипендиатсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ.

Уяв мероприятийĕнче Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă вăхăтра паттăрлăх кăтартнисене халалланă çамрăксен çарпа патриотла юрăсен "Çав çулсене пуç таятпăр" районти фестивалĕн çĕнтерỹçисемпе призерĕсене грамотăсем парса чыс турĕç.

 А. ИВАНОВА

Авангард



16 марта 2021
11:07
2021 год
Поделиться