Патăрьелсем республика чысне хỹтĕлĕç

Çĕнĕ Шупашкарта 2003 çулта тата ун хыççăн çуралнă арçын ачасем хушшинче волейболла выляс енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусенче Патăрьел каччисене çитекенни пулман. Пирĕн район чысне Илья Цветков, Тимур Каклимов, Никита Гаврилов, Александр Никонов, Алексей Каштанов, Дмитрий Суворов, Даниил Кузнецов хỹтĕленĕ.

Халĕ Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Дмитрий Сегов хатĕрленĕ командăн Чăваш Ен ятне федерацин Атăлçи округĕнче хỹтĕлеме тивет. Ăмăрту апрель уйăхĕнче Пушкăртстанри Салават Юлаев хулинче иртет.

А. ИВАНОВ

Авангард



12 марта 2021
11:20
Хроника мероприятий
Поделиться