Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Муниципаллă служба ветеранĕ Галина Никифорова 70 çулхи юбилейне паллă турĕ

 2021 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Галина Никифорова 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. 

Аслă Чемен ял тăрăхĕн специалисчĕ Светлана Шапанова, ялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова юбиляра Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн салам çырăвне, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав хутне  парса чысланă май çепĕç те чĕререн тухакан хаклă сăмахсемпе саламларĕç, яланах сывлăхлă пулса нумай-нумай çул тăванĕсене, ял-йыша савăнтарса пурăнма сунчĕç.

Галина Никифорова çак ялтах çуралса ÿснĕ. Бухгалтер дипломне алла илсен тăван тăрăхри ял администрацине вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çак вырăнта специалист пулса тăрăшнă.

Çул çитсен Аслă Чемен каччипе Иван Никифоровпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парса аслă пĕлÿ илме пулăшнă.«Пур ĕç çумне те алли пынипе, çынсене хисеплеме пĕлнипе килĕштертĕм ăна. Арçын е хĕрарăм ĕçĕ - мăшăр нихăçан та тиркемен. Мана кил-çуртра чылай çăмăл пулнă. 46 çул çитрĕ çемье çавăрнăранпа. Пĕр-пĕринсĕр пĕр кун та тăраймастпăр.Тĕлĕкри пек çулсем иртрĕç. Ачасем, мăнуксем пурри, яланах килсе кайса пулăшса тăни савăнтарать, вăй-хăват парать», -иртнĕ кунсене аса илет хисеплĕ юбиляр.

Галина Елизаровна специалист ĕçне юратса пурнăçланине палăртать. Культурăпа общество ĕçĕсене хастар хутшăннă, çынсене явăçтарнă. Ял администрацине тĕрлĕ ыйтупа пыракансене ăшшăн йышăнса кирлĕ сĕнÿ-канаш панă. Çынпа яланах кăмăллă пулнăран ăна паянхи кун та ялта пурăнакансем хисеплеççĕ.

Иван Александрович та хастар та пултаруллă механизатор пулнă. Районти Социализмла соревнованисенче малти вырăнсене йышăннă. Ěмĕрĕпех техникăна, ĕçе юратса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Таса чун-чĕреллĕ мăшăра ялта та хисеплеççĕ... Пурнăçăн тумхахĕсене çĕнтерсе пырса малалла утма тăнăçлăх, çăл-куç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр сире, хисеплĕ Галина Елизаровна.



12 марта 2021
18:58
2021 год
Поделиться