Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пухмачра ылтăн та, кĕмĕл медаль те пур

Шупашкарта хĕллехи триатлонпа (чупса, велосипедпа тата йĕлтĕрпе ярăнса) республикăра мала тухассишĕн чемпионат иртрĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен ачасем те хутшăнчĕç. Игорь Иванов иккĕмĕш, Антон Федоров виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пирĕн ентеш Егор Селиванов та иккĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕ. Спорта вĕсене В. Платонов тренер явăçтарнă.

Зеленодольск хулинче те Раççейре мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Пĕрремĕш кунĕнче Егор Селиванов пăхăр медале тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕнче спортсменсем триатлонпах эстафетăра тупăшрĕç. Чăваш Енĕн çамрăксен командин йышĕнче Егор та пулчĕ. Спортсменсем ылтăн медале тивĕçрĕç.

Çак ăмăртурах Игорь Иванов пăхăр медальлĕ пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



05 марта 2021
09:19
Поделиться