Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ватăсене юбилейпе саламлĕç

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсене сумлă юбилейпе саламласси, вĕсене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă открыткисене çитересси, ĕç ветеранĕсем умĕнче пархатарлă ĕçшĕн пуç таясси ырă йăлара. Март уйăхĕнче хăйсен çавра менельникĕсене паллă тăвакансем 12ĕн. Вăл шутра Анат Чакăри А. Белова, Пăлапуç Нурăсĕнчи Л. Бильтяев, Тикешри А. Иванов, Пăлапуç Пашьелĕнчи М. Казакова, Алманчăри М. Каруева, Шăнкăртамри М. Кучатов, Аслă Чементи О. Медведева, Кивĕ Ахпỹртри Е. Салмина, Хирти Пикшикри Ф. Яраханова 90 çулхи, Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Мешков, Анат Туçари О. Перепелкина 95 çулхи юбилейĕсене паллă тăвĕç. Хирти Пикшикри Минебену Алимовăн тата пысăкрах паллă - хисеплĕ аксакала 100 çулхи юбилейпе саламлĕç!

Авангард



05 марта 2021
09:11
2021 год
Поделиться