Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури олимпиадин ҫĕнтерӱҫисене саламлатпăр

2021 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ. Олимпиадăн тĕллевĕсем – 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине  лайăхрах вĕренме хавхалантарасси. Чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлă жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕн тĕрĕслерĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ.  

Олимпиадăна Патăрьелĕнчен район шайĕнче раштав уйăхĕнче иртнĕ олимпиадăра çĕнтернĕ 13 вĕренекен хутшăнчĕç.

Республикăра иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Силюкова А. пулчĕ  (вĕрентекенĕ – Путякова Н.А.).

 Призерсен йышне ҫаксем кĕме пултарчĕҫ:

 Муллина Ю. – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 9 -мĕш класра вĕренекен  (вĕрентекенĕсем – Путякова Н.А., Солдатова С.А.)

Шуряшкина С. – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен  (вĕрентекенĕ – Путякова Н.А.)

Майкова Я. – Ыхра Ҫырми  вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ-    Кулакова С.П.)

Ежова Е. – Аслă Чементи  вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Селиверстрова Э.И.)

 Юрмина Т. – Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Н.И.)

Васильева. Ю. - Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Н.И.)

Матвеева Е. - Пăлапуҫ Пашьелĕнчи  вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Никитина С.П.)

 Степанова С. – Пăлапуҫ Пашьелĕнчи  вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ - Матюшкина И.В.)

Степанова К. – Пăлапуҫ Пашьелĕнчи  вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Никитина С.П.)

 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 19 мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче регионсем хушшинче  тăван ен культурипе олимпиада иртрĕ. Районтан 4 вĕренекен хутшăнчĕҫ  кунта.

 Призерсем шутне Патăрьелĕнчи 2-мĕш  вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Бородова А.  (вĕрентекенĕ – Хлебникова Г.Ф.) тата Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Павлова Т. (вĕрентекенĕ – Павлова Л.В.)  кĕме пултарчĕҫ.

 Регионсем хушшинчи олимпиадăсенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă вĕренекенсене тата вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, вĕренӱре тата кулленхи ĕçре çитĕнусем тума ҫирĕп сывлăх сунатпăр.



01 марта 2021
10:14
Поделиться