Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавирусран вакцина хỹтĕлет

 ХАЛЬХИ вăхăтра çĕршывĕпех коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханас тĕллевпе хỹтĕленсе вакцина тăвасси малалла тăсăлать. Çак ĕçе пирĕн районта та йĕркелесе пыраççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 13-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхне çитнĕ вакцинăн 530 дозинчен 458-шне тума ĕлкĕрнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Çыннăн иммунитетне вăйлатас тĕллевпе организма вакцина янă хыççăн виçĕ эрнерен процедурăна тепре ирттермелле. Паянхи кун тĕлне районта 89 çынна иккĕмĕш хут хỹтĕлев вакцинине янă.

Авангард



17 февраля 2021
09:57
Публикации
Поделиться