Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хӳтĕлев чиккисене чавнă паттăрсене халалланă  концерт

Хӳтĕлев чиккисене чавнă паттăрсене халалланă  концерт

Февралĕн 15-мĕшĕнче  Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртне ялйыш чылай пуçтарăнчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кунхине  ял пуçланса кайнине паллă тăваççĕ. Унсăр пуçне  2021 –мĕш çулта Раççейре иртекен  наукăпа технологи  тата Чăваш Енре иртекен Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкĕсене уçассине  йĕркеленĕ.

 Уяв программине культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова ертсе пычĕ. 

2021 çулта Аслă Аттелĕх  вăрçи  пуçланнăранпа тата çĕршыв тылĕнчи оборона сооруженийĕсем тума тытăннăранпа 80 çул çитет.  Юнлӑ вӑрҫӑ кунĕсем хыҫра юлнӑ пулин те, Сӑр тӑрӑхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне упраса хӑварасси пархатарлӑ ĕҫ тата кашнин тивĕҫĕ пулса тӑрать.

  Чăваш автономи республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн строительство ĕçĕсене хастар хутшăннисене Хисеп хучĕпе наградăланă.  Кун пирки 1942-мĕш çулхи мартăн 18-мĕшĕнче  «Красная Чувашия» хаçатра пичетлесе кăларнă.    Çакна палăртса хăвармалла: Указри списокра  Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчи икĕ çыннăн хушамачĕ те пур. Вĕсем: Матюшкин  Николай Гаврилович – çĕр чавакансен бригадирĕ,  «Пионер» коллективлă хуçалăхăн  колхозникĕ тата  Соколов Захар Семёнович — çĕр чавакан, «Комсомолец» коллективлă хуçалăхăн правлени членĕ.  Вĕсене те палăртса хăварчĕ Елена Васильевна программăна малалла тăснă май.

Хамăрăн мăн асатте-асаннесен паттăрлăхне халалласа  пултарулăх ушкăнĕнчи хĕрарăмсемпе арçынсем окоп чавса хӳтĕлев чикки тунӑ ҫĕрте тыл ĕҫченĕсем епле ĕҫленине театрализацилесе сăнласа пани пур куракансен чунне те пăлхатрĕ. 

Ялти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина  «Чĕмсĕр фронт строителĕсене ан манăр!» хăй хайланă  сăввине  Сăр чиккисенче ĕçленĕ ентешсене тата тылри ĕçченсене халалларĕ.

  «Пашьел» халăх  фольклор ушкăнĕ  Зот Степанов йĕркеленипе   чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕ.    Хĕллехи вăрăм каçсенче хĕрсем авалтанпах улах ларнин пĕр сыпăкне те  ĕçленĕ май шÿтлесе,  юрласа кăтартса пачĕ фольклор ушкăнĕ. 

Афганистанра  çар тивĕçĕсене пурнăçланă  ентешсене сума суса, паянхи кун Раççей çарĕнче хăйсен çар тивĕçне пурнăçлакан Антон Ефимова, Терентьев Андрея, Роман Чернова çывхарса килекен  Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунĕ ячĕпе саламласа  вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Маргарита Максимова,  София Степанова, Анастасия Бахитова, Елизавета Казакова юрăсем шăрантарчĕç.

Лилия Афанасьева, Елена Иванова хатĕрленĕ аслăрах çултисен тата хĕрсен ташă  ушкăнĕсем чăваш тата вырăс  ташшисемпе илем кÿчĕç уяв программине.  

Уйрăм  тата ушкăнпа юрлакансен пултарулăхĕ те нумайччен алă çуптарчĕ куракансене. 

Фоторепортаж



17 февраля 2021
07:52
Публикации
Поделиться