Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиртен вакцина хỹтĕлетех

Республикăра пурăнакан çынсен коронавирус чирĕ пуррипе çуккине палăртакан тестсем тăвас тĕлĕшпе ĕç хĕрỹ пырать. Сывлăх министрĕ Владимир Степанов инфекци вăйлă сарăлнă регионсенчен килекенсене тĕрĕслес тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине палăртнă. Тест инфекци ернине малтанхи тапхăртах тупма май парать. Çак чир шала каясран сыхланма, вăхăтра тĕрĕс сиплев палăртма пулăшать.

Мĕнле анализсем памалла-ха кун пек чухне? ИФА - организмра вируспа кĕрешмелли антителасем мĕн чухлĕ пулнине палăртмалли. Ăна венăран юн илсе пĕлеççĕ. Тата ПЦР. Ăна сăмсаран илеççĕ. Ку тестпа каллех çыннăн инфекцийĕ пуррипе çуккине пĕлеççĕ. Вĕсене районти тĕп больницăра илеççĕ. Тест тỹлевлĕ, 600 тенкĕ кирлĕ пулать.

Прививка тăвас умĕн пациентсене врач-терапевт тĕрĕслет. Юн пусăмне, чĕре таппине, ỹт температурине виçет, ỹпке ĕçленине, пыра тишкерет.

Инфекциллĕ чиртен хỹтĕленсе вакцина яртармаллах. Вăл тỹлевсĕр. Экспертсем халăхăн 70 процентĕнчен кая мар вакцина яртарсан коронавирус пандемине çĕнтерме пулать тесе çирĕп- летеççĕ. Аса илтеретпĕр, çак тĕллевпе поликлиникăна каймалла е "хĕрỹ лини" телефонĕпе - 122 номерпе - шăнкăравламалла. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ (Госуслуги) урлă та çырăнма пулать.

Кирек хăш прививка та организма лексессĕн палăрма пултаратех. Хăшĕсен ỹт температури ỹсет, шăм-шак хытать е пуç ыратать. Çакă организм чир-чĕре хирĕç тăма пултарайнине çирĕплетет. Пĕр-икĕ кунтан йĕркене кĕрет. Сехĕрленсе ỹкме кирлĕ мар. Вакцина яртарнă хыççăн çулталăк шухăшсăр пурăнатăн. Коронавирус чирĕ сире çулăхмĕ.

Иккĕмĕш вакцинăна яртарнă хыççăн 3-4 эрнерен иммунитет çирĕпленетех. Çавăнпа та 18 çул тултарнă кашни çыннăн прививка тутарас пирки шутламаллах.

С. ПЕТРЯНКИНА, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ

Авангард



12 февраля 2021
10:28
Публикации
Поделиться