Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Медале тивĕçнисен йышĕ ỹссех пырать

 ИРТНĔ çул республикăра "Чăваш автономи облаçне 100 çул" юбилей медальне чылай ĕç паттăрĕ тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕсем, хăйсен хастарлăхĕпе республика умĕнче палăрнă çынсем те сахал мар. Акă, нумай пулмасть çеç районта Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май, Кивĕ Катекри Петр Кузнецов старостăна çак медале парса чысларĕ. Петр Васильевичăн ĕç стажĕ çур ĕмĕре яхăн. Инженер-механик район экономикин тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса хăйĕн пултарулăхне, пуян ăс-хакăлне кăтартнă. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ паянхи кун та район пурнăçĕнчен айккинче тăмасть. Вăл районти АПК ветеранĕсен, Общество канашĕн членĕ, çамрăксен наставникĕ.

Авангард



09 февраля 2021
09:55
Поделиться