Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс çĕнтерỹçи - Антонина Чернова

"Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен йăлана кĕнĕ "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи паллă. Тупăшăва хутшăннă 11 кандидатран чи нумай сасă пухса "Çулталăк çынни - 2020" хисеплĕ ята Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Валерьевна Чернова тивĕçрĕ.

Ĕнер, хаçатăн 90 çулхи юбилей кунĕнче, хаçат редакцийĕнче конкурс çĕнтерỹçине чысларĕç. Мероприятие Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Николай Ларионов журналист-ветеран хутшăнчĕç, конкурс çĕнтерỹçине çăмăл мар ĕçре хастарлăх, ăнăçу, пичет ĕçченĕсене творчествăра çĕнĕ шухăшсене, проектсене пурнăçа кĕртме пысăк пултарулăх сунчĕç.

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов "Çулталăк çынни - 2020" конкурс çĕнтерỹçине - Антонина Валерьевна Черновăна - хаçат редакцийĕ ячĕпе кубок тата диплом парса саламларĕ.

Хаçат редакцийĕ конкурса хутшăннă ытти кандидатсене, вĕсемшĕн хăйсен сассине панă çынсене те чун-чĕререн тав тăвать.

А. ЕГОРОВА

Авангард



09 февраля 2021
10:07
Хроника
Поделиться