Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест

Республикăра районсенчи ял тăрăхĕсенче вырнаçнă муниципаллă чи лайăх культура учрежденийĕсен тата вĕсен ĕçченĕсен 2021 çулхи конкурсĕ иртнĕ. Унта районсенчен 75 заявка тăратнă. Вĕсенчен 41-шĕ - муниципаллă культура учрежденийĕсенчен, 34-шĕ культура учрежденийĕсен ĕçченĕсенчен пулнă.

 "Районти чи лайăх культура çурчĕ" номинацире çĕнтерỹçĕсен шутне Патăрьелĕнчи "Централизациленĕ клуб системи" автономи учрежденийĕн культурăпа кану центрĕ кĕнĕ.

"Муниципаллă музейĕн чи лайăх ĕçченĕ" ята пирĕн районти "Çăкăр" историпе этнографи музей директорĕ Валентина Павловна Маллина тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



09 февраля 2021
10:04
Хроника мероприятий
Поделиться