Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хуралçă çурчĕ çунса кайнă

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна 4 пушара (иртнĕ çул 5 пулнă) шута илнĕ. Юлашкинчен Кивĕ Ахпỹртри уйрăм хуçалăхра каçхине алхасма пуçланă вут-кăвар инкекĕн сăлтавне специалистсем тĕпчеççĕ-ха. Маларах Тутар Сăкăтĕнчи фермер хуçалăхĕнчи хуралçă çуртĕнчен тухнă пушарăн сăлтавĕ - электропроводка юсавсăр пулни. Сăмах май каласан, кĕске тапхăртах районта хуралçăсен икĕ çурчĕ çунса юрăхсăра тухрĕ.

Авангард



09 февраля 2021
09:57
2021 год
Поделиться