Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухтăрсене тав тăвакан, ырă сунакан сахал мар

КОРОНАВИРУС чирне пула иртсе кайнă çулталăк чылай çынна сиплев учрежденийĕпе, тухтăрсемпе çыхăнтарчĕ. ХХI ĕмĕрхи çак амак паянхи кун та хăйĕнчен асăрханма, санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмах хистет-ха. Усал чирпе куçа-куçăн тăнисем вара тухтăрсен, медицина ĕçченĕсен тивĕçĕ мĕнле йывăр пулнине хăйсем курса ĕненнĕ.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи Л. Кольцова çемйи те çак сăлтавпах Патăрьелĕнчи тĕп больницăна çакланнă-мĕн. Шурă халатлисен ырми-канми ĕçне, вĕсем пациентсен пурнăçĕшĕн мĕнле тăрăшнине куççульпе аса илчĕ хĕрарăм. "Çак чиртен 88 çулхи аннене те ура çине тăратрĕç. Районти тĕп больницăри тухтăрсене тав тунă май пурне те сывлăх сунас килет", - тет пенсионерка кăмăлтан. Хальхи вăхăтра Раççейре "Тавтапуç сире, тухтăрсем!" акци пырать. Çак ăшă та ырă сăмахсем çумне ыттисем те хутшăнаççĕ.

Авангард



02 февраля 2021
10:47
Публикации
Поделиться