Ентеш - чемпион

СИТЕЛТЕ çуралса ỹснĕ Владимир Козлов ачаранпах кĕрешỹпе туслă. Мевлет Зейнетдинов тренер хăнăхтарса пынипе пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă, паттăра тухса такана та тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессисĕр пуçне бокспа, хутăш кĕрешỹпе (смешанное единоборство) та çывăхланнă. Çак кунсенче вара Шупашкарта Чăваш Енри хутăш кĕрешỹ (смешанное единоборство) енĕпе иртнĕ чемпионатра вăл 83,9 килограмлисем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

Авангард



02 февраля 2021
10:45
Хроника мероприятий
Поделиться