Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиадăра çĕнтерчĕç

Тутар чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнчи олимпиада иртрĕ. Унта республикăри 5 муниципалитетран 27 ача хутшăнчĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен Гульназ Алеева (10 класс), Айнур Сабирзянов (11 класс) çĕнтерỹçĕсем, Рания Салихова (10 класс), Шамиль Вахитов (11 класс), Камиль Сабирзянов (9 класс) призерсем пулчĕç. Вĕсене тăван чĕлхипе Зелфире Шейхулловнăпа Гульнара Шейдулловна Тазетдиновăсем вĕрентеççĕ.

х х х

Вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин çивĕч ăслă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти пĕрремĕш вăтам шкулта ОБЖпа республика олимпиади иртрĕ. Унта 120 вĕренекен хутшăнчĕ. Вăл икĕ турпа пулчĕ. Ачасен теори пĕлĕвне тата практика ăсталăхне тĕрĕслерĕç.

 Олимпиадăна хутшăнакансен çĕнтерес тесен 400 балл пуçтармаллаччĕ. Практика пайĕнче чăрмавсем урлă каçмаллаччĕ, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалла, пневматика винтовкинчен пемелле, автомата салатса пуçтармалла, патронсем тултармалла, тавралăха пĕлмелле, шыв урлă каçмалла, пушара лекнĕ çынна инкекрен хăтармалла. Олимпиадăна пирĕн район каччисемпе хĕрĕсем те хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 9 класри Данияр Тухфетуллов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класри Елена Краснова, 11 класри Диаз Тазюков çĕнтерỹçĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Юлия Мальцева, Первомайскинчи вăтам шкулти Денис Матюшкин призерсем пулчĕç. Хирти Пикшикри вăтам шкулти Булат Хамдеевпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Александра Кошкина кăтартăвĕсем те лайăх.

 Ачасене олимпиадăна Ю. Васюткин, В. Матюшкин, В. Антипов, И. Камалетдинов вĕрентекенсем хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



29 января 2021
11:00
Хроника мероприятий
Поделиться