Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операци пуçланчĕ

Январĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен республикăра, пĕрлех районта та "Снегоход" профилактика мероприятийĕ иртет, çавна май ĕçлĕ ушкăн туса хунă.

Юр çийĕн пыракан хатĕрпе çỹрекенсен тракторист-машинист удостоверенинче "А1" (çул çук çĕрте çỹремелли мототранспорт хатĕрĕсем валли) паллă, патшалăх регистрацийĕнче шута илнине тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документ, медицина аптечки, çулăма сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), водитель тата пассажир валли шлем кирлĕ.

Снегоход - хăй тĕллĕн çỹрекен транспорт шутне кĕрет, çавна май унăн хуçин техникăна эксплуатациленĕ чухне саккунсене тата усă курмалли правилăсене, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла, çут çанталăка вараламалла мар.

Çула тухнă чухне тивĕçлĕ документсем яланах водительсен çумра пулмалла, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмалла.

И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ

Авангард



26 января 2021
10:33
2021 год
Поделиться