Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçалхи "21" число çамрăксене те хавхалантарать

2021 ÇУЛХИ январĕн 21-мĕшĕ эрне варри пулнине пăхмасăрах районти ЗАГС пайĕнче харăсах виçĕ мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Тутар Сăкăт, Кĕçĕн Арапуç тата Аслă Чемен каччисем хăйсем суйласа илнĕ пикесемпе çак кун вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех телей те ăнăçу кỹрĕ тесе шанаççĕ, çавăнпа та паллă числора туй тунă. Çапла пултăрах вĕсен.

Тепĕр телейлĕ куна çамрăксем февралĕн 12-мĕшĕ тесе шутлаççĕ. 12.02.2021 цифрăсене тĕкĕрпе пăхсан е хыçалтан малалла вуласан шăпах 12.02.2021 пулать. Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх хальлĕхе çак кун хăйсен телей кайăкне алăран вĕçертес мар текен икĕ мăшăр çемье çавăрма заявлени панă. Тĕрĕссипе вара çанталăкăн начар кунĕ çук, тенĕ пек кирек хăш кун мăшăрланни те çамрăксене килĕшỹпе те юратупа пурăнма чăрмантармĕ. Вăл арăмĕпе упăшки ĕмĕр тăршшĕпех пĕр- пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăннинчен ытларах килĕ.

Авангард



26 января 2021
10:24
2021 год
Поделиться