Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăшарни сивви те хăратман шыва кĕрекенсене

Православи тĕнĕпе килĕшỹллĕн январĕн 19-мĕшĕнче Иордан юхан шывĕнче Иисус Христос тĕне кĕнĕ. Çак кун шывăн тытăмĕ те улшăнать, вăл сиплĕхĕпе палăрса тăрать, теççĕ.

Кăшарни уявне районта та çулленех паллă тăваççĕ. Кăçал та халăха шыва кĕме тата çăвăнса илме 8 çĕрте вырăн йĕркеленĕ: Алманчăра, Патăрьелĕнче, Çăл Атăкра, Чăваш Ишекĕнче, Тăрăнта, Анат Туçара, Сителте, Сăкăтра.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Алманчăра, Тăрăнта тата Чăваш Ишекĕнче шыва кĕме ятарласа тунă вырăнсене çитсе курнă. Пуринче те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăннă, хывăнса тăхăнма пỹлĕмсем, чỹхенсе илнисене валли чей вĕретсе хатĕрленĕ. Çавăн пекех уявра инкек-синкекрен сыхланса ял тăрăх администрацийĕсен представителĕсем, медицина ĕçченĕсем, йĕрке хуралĕн тата МЧС сотрудникĕсем пулнă. Коронавирус чирĕнчен упранса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Роспотребнадзор ыйтнисене пурнăçлассипе кăларнă хушупа килĕшỹллĕн пур çĕрте те тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Кăшарни сиввине пăхмасăрах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Виктор Львов, ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов тата ытти организаци ертỹçисем, халăх шыва кĕнĕ.

Сăмах май каласан, Сител кỹллинчи вакка Раççей Геройĕ Евгений Борисов та виçĕ хутчен чăмса тухнă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



22 января 2021
09:53
2021 год
Поделиться