Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те прививка тума пикеннĕ

 Республикăра çынсене коронавирус инфекцийĕнчен сыхланса вакцинацилес ĕç пуçланнă. Ăна кашниех медицина полисĕпе тỹлевсĕрех тутарма пултарать. Çак тĕллевпе поликлиникăна каймалла е "хĕрỹ лини" телефонĕпе - 122 номерпе - шăнкăравламалла. Çавăн пекех халĕ тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ (Госуслуги) урлă та çырăнма пулать.

Январĕн 13-мĕшĕнче вара вакцинăсем пирĕн района та çитнĕ. Тепĕр куннех медицина ĕçченĕ-сем çак ĕçе пуçăннă. Патăрьел район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх хальлĕхе 110 доза илсе килнĕ. Николай Антонович унпа малтанласа медицина, вĕрентỹ, социаллă учрежденисен ĕçченĕсене тата волонтерсене прививка тăвассине çирĕплетрĕ. Çавна май халăх çакна ăнланасса шанать.

Кирек хăш вакцинăна та организма ярсан реакци пулма пултаратех. Хăшĕсен кăштах температура хăпарни, сыпăсем сурни, пуç ыратни палăрĕ. Çакă хăрушă мар. Иммун системи чире хирĕç тăма пултарни çеç.

Прививка тутарма кăмăл тунисенчен пĕри çапла хурав панă: "Атте-аннепе пĕрле пурăнатăп. Çулĕпе аслă вĕсем. Çемьене коронавирус инфекцийĕ ересрен пĕрремĕшех прививка тутарас терĕм".

 Паянхи куна 30 çынна прививка тунă.

Çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Коронавирусран вакцина яртарнă чухне инфекциллĕ тата инфекциллĕ мар чирсемпе чирленĕ вăхăт пулмалла мар. Вируслă инфекци чирĕнчен сывалнă тапхăр 2-4 эрне кирлĕ. Температура та кирлĕ шайра тăмалла.

Тĕслĕхрен, усал шыçă чирĕсен вăхăтĕнче сипленекен препаратсем те иммун системине хавшатма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсен те вакцина яртарма кăштах тăхтамалла.

А. КАПИТОНОВА

Авангард



19 января 2021
15:11
Хроника,
Публикации
Поделиться