Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел ял тăрăх: сурхури çитрĕ, куртăр-и?

Пăлапуç Пашьел ял тăрăх: сурхури çитрĕ, куртăр-и?

Сурхури, Сурхури!                                                                                                                         

  Çитрĕ кĕтнĕ Сурхури!             

                                                                                                Сурхури çитрĕ, куртăр-и?                                                                                                                Хирĕç тухса илтĕр-и?

           Ӗлӗкхи чӑвашсем Сурхури уявне анлӑн уявланӑ.  Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пуҫланакан уяв пĕр  эрне пынӑ. Каярах, вырӑс тӗнне йышӑнсан, Раштав уявӗпе пӗр килнӗ. Чӑваш ялӗнче ватти-вӗтти, пурте савӑннӑ. Сурхури уяв ячӗ "сурӑх ури" тенинчен пулнине калаҫҫӗ. Ӗлӗк сурӑх кашни хуҫалӑхрах пулнӑ, путекӗсем йышлӑ пулччӑр тесе уявра савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ.

      Пăлапуç Пашьелĕнчи  культура çуртĕнче ĕçлекенсем те ĕлĕкхи халăх йăла-йĕркине упраса хăварас тесе тăрăшаççĕ. Пĕр каçхине вĕсем тĕрлĕ тумтирсем тăхăнса урамсем тăрăх çÿрерĕç, сурхури юрри-сăввисене каласа çветке пулса ки­лĕрен киле кĕчĕç.  Кил хуçисем те питĕ кăмăллă йышăнчĕç вĕсене. Юрласа-ташланă хыççăн  кучченеçсем парса ячĕç.

       Юмӑҫ пӑхасси паянхи кун та ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ.  Тепĕр  каçĕнче вара ялти культура çуртне хĕрсем ятарласа юмăç пăхма тесе пуçтарăнчĕç. Вĕсене  ĕлĕкхи йăла –йĕркепе  паллаштарма культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ  «Пашьел» фольклор ушкăнне çÿрекен Анисия Александрова хавасах пулчĕ. Вăл та  ҫамрӑк чух ӗлӗкхи йӑла-йӗркерен иртмен. Аниççе аппа  ӗлӗкхи чӑваш ҫамрӑкӗсен тĕрлĕ   юмӑҫ тӗслӗхӗсене  кăтартса пачĕ.  Ҫамрӑксем ытларах  улахра юмӑҫ пӑхнӑ, пулас мӑшӑрӗсем мӗнлерех пуласси пирки ӗмӗтленнӗ. Аслӑраххисем те юмӑҫ пӑхма кӑмӑлланӑ. Вӗсем тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх, хӑйсен пуласлӑхне пӗлес тесе юмӑҫ янӑ.

    Хĕрсем хăйсем те килĕсенче ашшĕ-амăшĕсенчен   илтнĕ юмăç тĕслĕхĕсене кăтартса пачĕç.

      Культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова пурне те уяв ячĕпе саламларĕ,  хамӑр халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхине упраса хӑварасси ҫамрӑксенчен чылай килнине пĕлтерчĕ.  



19 января 2021
09:00
2021 год
Поделиться