Подрядчикăн ĕçĕпе Алманчăсем кăмăллă

КĂÇАЛХИ кăрлач уйăхĕнче маларахри çулпа танлаштарсан сиввине те илсе килчĕ, кăпăшка юрпа та савăнтарчĕ. Тавралăх пĕр кунтах шурă хулăн "пуставпа" витĕнчĕ, урамсене, çулсене юрпа тултарса хучĕ. Ун пек чухне вĕсене кĕрсе тухма йывăр пулни каламасăрах паллă. Ăна вăхăтра тасатса тăрсан çеç ял çыннин мĕн пур йывăрлăхĕ сирĕлет темелле. Ку тĕлĕшпе Алманчăра ыйтăва вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Хĕллехи тапхăрта ялти урамсене юртан тасатса тăма килĕшỹ тунă "Лестехсервис" пĕрлешỹ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать: 8,5 çухрăма тăсăлакан çула юр çунă хыççăнах тасатать, тирпейлесе тăрать. Подрядчикăн ĕçĕпе ял çыннисем кăмăллă.

Авангард



15 января 2021
15:01
Хроника мероприятий
Поделиться