Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çулти пĕрремĕш чиперкке - Первомайскинчен

ÇĔНĔ ÇУЛА кирек мĕнле çемье те пысăк савăнăçпа, çутă малашлăхпа кĕтсе илет. Первомайскинчи Маркидановсем кăрлач уйăхĕнче çемйине йыш хушăнассине кĕтсе тата ытларах çунатланнă. Январĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çамрăк мăшăра - Николайпа Нина Маркидановсене - хĕр ача çуралнă ятпа саламланă. Виктория 2021 çулхи Вăкăр çулталăкĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун çути курнă пĕрремĕш чиперкке. Мăшăрлану керменĕн ĕçченĕсем "çĕнĕ кайăкăн" ашшĕпе амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне çитернĕ май, йыш çумне йыш хушма çирĕп сывлăх, килĕшỹ, таса юрату суннă.

Авангард



15 января 2021
14:57
2021 год
Поделиться