Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сител кÿлли савăнтарать пуллипе

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Сител кÿллинче Каншелĕнче çуралса ÿссе  пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Владимир Иванов пулăç-сунарçăна асăнса ăмăрту иртрĕ. Пĕрремĕш хут йĕркелекен мероприятие  вакăра  вăлта тытса ларма кăмăллакансем çирĕм ытла пуçтарăнчĕç. Хамăр таврарисем çеç мар, кÿршĕ районтан та çитнĕ.

Ивановсен çемйи пуçарăвĕпе йĕркеленĕ тупăшăва килнисене  Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев, тулли мар яваплă «Сидели» пĕрлешÿ ертÿçи Александр Иванов,  район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи Иван Дикин, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, Владимир Ивановăн шăллĕ Андрей Иванов предприниматель, Комсомольски районĕнчи Шурут тата Тукай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Сергей Маштановпа Андрей Осипов ăнăçусем сунса саламланă хыççăн пулăçăсем кÿлĕ тăрăх саланчĕç.

Икĕ сехет иртсен вара ăмăртăва пĕтĕмлетрĕç. «Вак шăтаракан ăстаçă» номинацире Пÿртлĕри Николай Сидоровпа Комсомольски районĕнчи Шурутри Сергей Симакова çитекенни пулмарĕ. «Чи пысăк пулă» номинацире Сителти Иван Козлов, «Чи пĕчĕк пулă» номинацире Патăрьелĕнчи Дмитрий Крылов, «Чи çамрăк пулăçă» номинацире Шурутри Никита Симаков çĕнтерчĕç. Судьясем тараса çинче пулăсене виçнĕ хыççăн чи нумай тытаканни Пÿртлĕри Николай Сидоров пулни палăрчĕ. Сăмах май каласан, ăмăртăва Каçал тăрăхĕнчи Шурутри Симаковсем çемйипех – ашшĕпе амăшĕ тата ывăлĕ хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă хыççăн  пухăннисем чăваш эстрада артисчĕсен Алексей Казанцевпа Денис Павлов юррисене итлесе киленчĕç, пулă шÿрпи сыпнă май вара ырă йăлана çитес çул та малалла тăсма пулчĕç.

А. Ильин

Авангард



12 января 2021
10:29
Поделиться