Пушар никама та инкек ан кăтарттăр

ÇĔНĔ ÇУЛПА Раштав уявĕсенчи вăрăм кану кунĕсенче республикăра 30а яхăн пушар пулнă. Шел пулин те инкексенче 11 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Акă, январĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче ултă çын пушарта çунса вилнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - ачасем. "01" служба специалисчĕсем синкерлĕ инкек юсавсăр холодильникран тухнă тесе çирĕплетеççĕ. Çĕрпỹ, Комсомольски районĕсенче те пушарсене шута илнĕ. Мухтав Турра, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ун пек инкек пулман. Çапах та пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Хĕллехи кунсенче мунча хутнă чухне те питĕ асăрханмалла.

Авангард



12 января 2021
10:34
2021 год
Поделиться