Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Виртуаллă курав

Турхан ялĕнче çуралнă Алексей Кокель - академи пĕлĕвĕ илнĕ пирвайхи чăваш художникĕ. Вăл çут тĕнчене килнĕренпе кăçал 140 çул çитрĕ.

2020 çулта Турханта художникăн музей-çуртне юсаса çĕнетнĕ хыççăн çĕнĕрен уçрĕç. Ăна А. Кокель пурăннă вырăна куçарчĕç. Музея уçма республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннăччĕ. Кĕркунне музей умне Кокель палăкне лартрĕç.

Музей ĕçченĕсем хальхи вăхăтра онлайн-экскурсисем йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕсем пулчĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, А. Кокель музейне никĕслекенĕ Валентин Сергеев тата Геннадий Салмин (музея пăхса тăраканĕ) студентсемпе вĕсен кураторне Николай Осипова видеокурав мелĕпе усă курса музейри экспонатсемпе, музей-çурт ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

И. САМАРИНА, педуниверситет студентки

Авангард

 



29 декабря 2020
15:55
2020 год
Поделиться