Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ФСК-на - сывлăха çирĕплетме

 Тĕнчере коронавирус чирĕ анлăн сарăлнă пулин те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спорта мала хума пăрахмаççех. Патăрьелĕнче пурăнакан аслă çулхи çынсем, акă, "Сывлăх" ушкăн йĕркеленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă 8-9 çын эрнере пĕр хутчен "Паттăр" ФСКана пухăнать. Сывлăха упрас тесен мĕнле кун йĕрки тытса пымалли çинчен калаçаççĕ. Бассейнра ишеççĕ. Шывра хăйсене мĕнле тытмалли йĕркесемпе чылай çул çакăнта тренер-преподавательте ĕçленĕ В. Карягин паллаштарать.

 Ушкăнпа тĕл пулни пĕр-пĕрин сывлăхне пĕлме май парать, кăмăл-туйăма çĕклет. Кун пек чухне лайăххи çинчен çеç ĕмĕтленес килет.

А. ИВАНОВА

Авангард



29 декабря 2020
15:51
Хроника
Поделиться