Чăваш Ен Пуçлăхĕ - Шăнкăртамра

Районта Çĕнĕ çула çĕнĕ объектсем уçса кĕтсе илесси йăлара. Кăçал та çак ырă пулăма малалла тăсрĕç. Декабрĕн 26-мĕшĕнче Шăнкăртамри Эльмир Земдиханов фермер хуçалăхĕнче лаша ферми хута кайрĕ. Çанталăк юрлă-тăманлă пулсан та савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, ял тăрăхĕсен тата ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем, фермер хуçалăх ертỹçисем, АПК ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

200 лаша вырнаçмалăх фермăна кăçалхи май уйăхĕнче тума пуçланă. Маларах кунта хир пулнă.

Витене Э. Земдиханов йăлтах хăй шутĕнчен хăпартнă. Эльмир Минсеитович Чăваш Ен Пуçлăхне тата ытти хăнасене те витепе паллаштарнă май хальхи вăхăтра лашасемпе тихасен шучĕ 132 пуçа çитнине, кăтарту пĕлтĕрхинчен 1,9 хут пысăкраххине пĕлтерчĕ. Кĕтĕве тата ỹстерме палăртнă. Витере урхамахсене валли пур услови те туса панă. Шыв ĕçме ятарлă валашкасем, апат валли кункăрасем вырнаçтарнă.

Çавăн пекех сумлă лару-тăрура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнишĕн, халăха патриотла воспитани парассишĕн тăрăшнăшăн Минегали Хафизова, Дамир Земдиханова, Александр Илюткина, Алевтина Поляковăна, Решид Санзяпова, Ферид Чабатова, Петр Ялукова, Иван Владимирова, Тальгат Шакурова Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысларĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



29 декабря 2020
15:59
2020 год
Поделиться