Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хоккейла выляса савăнаççĕ Сăкăтсем

 2020 çул Сăкăтра пурăнакансемшĕн ырă пулăмсемпе асра юлать. Кĕркунне кунта сквер хута кайнăччĕ, декабрĕн 22-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Геннадийпе Елена Тимченкон Ыр кăмăллăх фончĕн ача-пăчан пăр спортне аталантармалли "Ырă пăр" программин гранчĕпе тунă çĕнĕ хоккей коробки уçăлчĕ. Сăкăтсен савăнăçне пĕрле пайлама район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, олимп резервĕсен тăваттăмĕш спорт шкулĕн директорĕ, СССР спорт мастерĕ Олег Салтыков, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕпе ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Алексей Краснов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Тухса калаçакансем хăтлă хоккей коробки тума пулăшнăшăн Еленăпа Геннадий Тимченкон Ыр кăмăллăх фондне, ял çыннисене тав турĕç.

Районта юлашки çулсенче хоккейла вылякансен шучĕ ỹссех пырать. Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8 хоккей коробки пур. Вĕсем пушă тăмаççĕ.

Савăнăçлă мероприяти хыççăн шкул командисем хушшинче турнир иртрĕ.

(Хамăр корр.)

 

Авангард



25 декабря 2020
09:42
Хроника
Поделиться